Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 21-25 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: 179 см, 69 кг, хура (черные) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (03.09.2010 22:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
«ВĂХĂТПА ТĔНЧЕ» – ПУРНĂÇ ФИЛОСОФИЙĔ

Юбилей: Михаил СМИРНОВ 80 çулта
Пирĕн пурнăç ансатах мар, унăн сăнавĕсенче Этем пулса юласси – тата та. Пăва районĕнчи Аслă Пӳркел ялĕнче пурăнакан çыру ăсти Михаил Смирнов хирĕçлевсенче хăйĕн çулне çухатман, хурана «хура», шурра «шурă» тесе калама хăраман хăюллă шухăшлакан сайра çынсенчен пĕри.
Унăн ачалăхне вăрçă «хуратнă». Çĕршыв çине инкек килсе çитнĕ чухне Михаил вун иккĕри ача пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех вăл «аттесĕре» çаврăнать – Касьян Смирнов Смоленск çывăхĕнче хыпарсăр çухални çинчен хут килет. Икĕ çултан вара 40 градуслă шартлама сивĕре Сĕве çыранĕнче окоп чавнă чухне амăшĕ те шăнса чире каять... Вилĕм ăна ачисенчен ĕмĕрлĕхех уйăрать. Сĕве тăрăхĕнче нимĕç тупписем пемерĕç, фронт линийĕ те иртмерĕ, анчах вăрçă хăрушлăхĕ аякри тылра та ĕмĕрсене шелсĕр татрĕ. М.Смирнов иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути курнă «Вăхăт тата тĕнче» ятлă кĕнекинче çак чĕрене çуракан асаплă та хуйхăллă çулсене аса илнĕ. 7 тата 10 çулсенчи йăмăкĕсене ытамласа 14 çулта сĕм тăлăха юлнă шăпине ăмсанмалли çук çав. Анчах эсĕ паян апат çини, çуртна хутни никама та кирлĕ пулмасан та, ăçтан-тăр вăй тупса пурăнмалла, ĕçлемелле, вĕренмелле, йăмăксене ура çине тăратмалла вĕт.
Михаил çак тивĕçе чыслăн пурнăçларĕ: Элшелĕнчи çичĕ çуллăх шкула «пиллĕк» паллăпа кăна вĕçлерĕ, йăмăкĕсене аслă пурнăç çулĕ çине кăларчĕ, хăй те малалла вĕренме тăрăшрĕ. Юдино станцийĕнчи 1-мĕш номерлĕ училищĕре вĕренсе, направленипе икĕ çул кочегар, техник пулса ĕçлерĕ. Анчах каччă кăмăлĕ урăх çĕрелле ăнтăлать, хура тĕтĕм кăларса ларакан тимĕр кăмакасем хушшинче кун-йĕре ирттересси – унăн мар. Михаил вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн профессиллĕ «ориентацие» пĕтĕмпех улăштарать: Елабугăри педагогика институтне пĕтерсе учитель профессине алла илнĕ хыççăн 31 çул вĕрентекен пулса ĕçлет. Вырăс чĕлхипе литература учителĕ занятисенчен пушаннă хушăра пурнăçри сăнавсене хут çине çырса пыма та вăхăт тупать. Унăн литература багажĕнче – сăвăсем, юптарусем, калавсем. Акă 77 çул тултарнă чухне пурне те пĕтĕмлетӳ туса, хăйĕн «Вăхăтпа тĕнче» ятлă кĕнекине пичетлерĕ. Унта авторăн пурĕ те 30 сăввине çеç кĕртнĕ. Анчах мĕнлисене! Унăн тăван чĕлхепе çырнă тăватшар йĕркисенче – Тăван çĕршыв, çут çанталăк-анне, çынсем тата пурнăç çинчен шухăшсем. Вăл эпир вăхăт витĕмĕпе пурăнатпăр, улшăнатпăр тесе пĕтĕмлетӳ тăвать. Михаил Касьянович чун-чĕрерисене вăрçăчченхи, хăрушă çулсен, Аслă Çĕнтерӳ хыççăн, паянхи Тăхăрьялăн çул çырăвĕсем тесе парать. Автор сăввисенче тарăн философине ăнлантарать, тавлашать, пăшăрханать. Вăл ĕлĕкхи тĕрĕслĕхе аса илет, каçхи пĕрлехи ташăсене, çамрăксен вăййисене, улах ларнисене тунсăхлать. Ун шучĕпе çав саманан таса та тăван çĕршыва юратнипе тулнă юррисем çут çанталăк юррипе ахрăмлă. Михаил Смирновăн тунсăхлă туйăмĕсене ансат сăмахсемпе кăна ăнлантарма çук. Çакăншăн сăвăсене хăвăн вуламалла пулĕ.
Паллах, кĕнеке юлашки ан пултăрччĕ. Михаил Касьяновичăн вулакана калас сăмахĕсем вĕçленмен тесе шутлатăп, ăна çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп.
■ Роман ЧЕПУНОВ.
Раççей Федерацийĕн Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ.
 
: 160, Хаçат: 31 (813), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08