Шупашкарти «Çĕнĕ Вăхăт» кĕнеке издательствинче Раççей Писательсен тата Раççей Журналистсен союзĕсен членĕн, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçин Николай Николаевич Ларионовăн «Чун хушнипе пурăнсан» тĕпчев ĕçĕ пичетленсе тухрĕ.
Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш литературипе патшалăх экзаменĕ тытнă чухне эпĕ сумлă комисси членĕсене: «Эсир мĕншĕн Ульяновск-Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çыравçăсен пултарулăхне сахалтарах тишкеретĕр?» – тесе ыйту панăччĕ.
Эпĕ панă ыйту вĕсен кăмăлне каймарĕ…
Юлашкинчен, экзамена пĕтĕмлетнĕ чухне: «А.Г.Дмитриева Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çыравçăсен пултарулăхне тишкерме сĕнес…» – тенĕччĕ экзамен комиссийĕн председателĕ Г.И.Федоров публицист те чăнласа, те виртлешсе.
Эпĕ, шел пулин те, çак тивĕçе пурнăçлаймарăм, анчах ĕçтешĕм çак çул çине тăрса Чĕмпĕр çыравçисен пултарулăхне тĕплĕн те пур енлĕн çутатса панăшăн чун-чĕререн савăнтăм. Чăнах та, автор – Николай Ларионов – çак яваплă та пархатарлă ĕçе чунĕ хушнипе пурăнса кун çути кăтартрĕ.
Кĕнекере пĕрремĕш хут Чĕмпĕрти хальхи чăваш çыравçисен пултарулăхне пĕтĕмĕшле тишкерсе çырса кăтартнă. Çавăнпа пĕрлех ку тăрăхра çĕнĕ саманари чăвашлăх юхăмĕ çĕкленни, «Канаш» хаçат уçăлни, «Атăл юрри» журналăн кун-çулĕ, «Шевле» литпĕрлешӳ ĕçĕ çинчен сăмах хускатнă. Кунта авторăн 1998–2009 çулсенче çырнă критикăлла статйисем, рецензийĕсем, тишкерĕвĕсем те кĕнĕ.
Николай Ларионов хăйĕн ĕçне Чĕмпĕрте чăвашла «Канаш» хаçат тухма тытăннăранпа 20 çул çитнине халаллать.
Кĕнекере çак тапхăрпа çыхăннă сăнӳкерчĕксем чылай.
Хăйне евĕр «Чун хушнипе пурăнсан» тишкерӳ-энциклопеди чăваш литературипе кăсăкланакансемшĕн, вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн, студентсемшĕн, ахаль вулакансемшĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ мул пулса шутланать.
Автора çакăншăн пысăк тав. Малашне те Чĕмпĕр тăрăхĕнчи литература аталанăвне тишкерме Турă ăнăçусем парса тăтăр.